Авăн уйăхӗн 23-мӗшӗнче Чăваш наци конгресěн ěç планěпе килěшÿллěн Канаш районěнче уçă алăксен Кунě иртрě. Ку уява конгресěн президенчӗ Валерий Клементьев ертсе пынипе Шупашкартан тата республикӑн тěрлě кěтесěнчен ЧНК районсенчи вырăнти уйрăмсен ертÿçисен пысӑк делегацийӗ хутшăнчě.
Чи малтанах Ҫеçпěл Мишшин палăкě умěнче митинг пулчě. Пухăннисем кăвар чěреллě чăваш халăх ывăлне пуç тайрěç. Чăваш сăвăçи куçне ěмěрлěхех хупнăранпа кăçал 100 çул çитнине асăнчěç.
Канаш районӗн тӗп библиотекинче ӗҫлӗ тӗлпулăва хутшăнчěç. Ҫӗнӗ кӗнекесемпе ӗҫлекен уйрӑмӑн пуҫлӑхӗ М.Н. Иванова ҫӗнелсе илемленнӗ ҫěнӗ ӑру библиотекинче вырнаçнă «Импульс», «Вулава аталантармалли», «Информаци», «Креатив», «Интеллектуариум», «Book-лабиринт» центрсемпе паллаштарчӗ. «Ҫеҫпӗл литература гостинӑйӗ» хӑйӗн хаклӑ экспоначӗсемпе – иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсенче шкул ачисем алӑпа ҫырса кӑларнӑ «Ҫӑлтӑр» журнал, аслӑ поэтӑмӑрӑн тӗрлӗ ҫулта тухнӑ кӗнекисем тӗлӗнтерчӗç. Ҫак пӳлӗмре Ҫеҫпӗл Мишши преми лауреачӗсем паллă сӑвӑҫӑсем Светлана Асаматпа Раиса Сарпи, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн директорӗ Антонина Андреева пулни уйрӑмах кӑмӑллӑ.
Канаш районěн культура ҫуртӗнче Чăваш наци конгресě 30 çул тултарнине халалласа «çавра сěтел» йěркелерěç. ЧНК вырăнти ертÿçи Ирина Андреева республикăн районěсенчен пуçтарăннă вырăнти уйрăмсен ертÿçисене хăйěн ěç опычěпе паллаштарчě. Валерий Клементьев конгресěн юбилей уявěн мероприятийěсем çинчен каласа пěлтерчě.
«Централизациленӗ клуб системи» автономи учрежденинче Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ Светлана Васильевна Асамат 70 ҫулти юбилейне халалланă «Асамат эрешěсем» музыкăпа поэзи тěлпулăвě иртрě.
Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Светлана Асамата Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев; Канаш районěн администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуçлăхě Лариса Сергеева; Чăваш Республикин халăх поэчě тата ЧНК «Чăваш хěрарăмě» комитет пайташě Раиса Сарпи; Чăваш халăх артисчě Валентина Смирнова; Чăваш Республикин культурăн тава тивěçлě ěçченě, Чăваш Енĕн наци радиовĕн редакторě тата журналист Роза Деменцова; Ҫеçпěл Мишши ячěллě музей ертÿçи, «Чăваш хěрарăмě» комитет пайташě Антонина Андреева, Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ, Чӑваш наци телекуравӗн редакторě, режиссер тата ЧНК çамрăксен «Хастар» пěрлешěвěн пайташě Алексей Енейкин; ЧНК регионсем хушшинчи чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсен ассоциаци ертÿçи Геронтий Никифоров; ЧНК «Чăваш хěрарăмě» комитет ертÿçи Юлия Мареева тата ыттисем те саламларӗç.
Елизавета Долгова