Пуш уйăхěн 10-мěшěнче Чăваш Республикинче иртекен паллӑ ентешсен Ҫулне халалланă «Ҫынсем-легендӑсем» ярӑмри Чăваш наци конгресěн 2013 – 2021 çулсенчи виҫҫӗмӗш президенчӗ Николай Федорович Угаслов çинчен «Чăвашкино» Патшалăх киностудийěнче «Халăх ывăлě» кинокартинăн премьери иртрě.
«Чăвашкино» киностуди пайěн ертÿçи О.М. Цыпленков пěтěм чăвашсен V-мěш кинофестивале Шупашкарта ирттерме пулăшнăшăн Н.Ф. Угаслова Тав сăмахě каларě тата «Халăх ывăлě» кинокартинăн ятарласа парнелеме хатěрленě пилěк пуххине парса чысларě.
Ҫак уявăн хисеплě хăнисенчен пěри – Чăваш наци президенчě В.Л. Клементьев пулчě. Вăл Чӑваш Республикин патшалӑх, экономика, социаллӑ тата культура аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑ паллӑ ентешне, ěçтешне хисеплесе ÿкернě кинокартинăна хăй пысăк хак панине пӗлтерчӗ.
Ҫак тăван халăхшăн нумай вăй хунă паллӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калакан кинокартинăн авторě: режиссёр Алексей Енейкин
Елизавета Долгова
Сăнÿкерчӗкӗсем Нина Андреевăн