Нарăс уйăхěн 8-мӗшӗнче Питěрти национальноҫсен Ҫурчӗн Шурӑ залӗнче Чӑваш хӑна Пÿлěмě (Гостинăйě) уҫӑлчӗ. Ку вӑл Питěрти чӑваш наципе культура автономийӗн черетлӗ проекчӗ. Халě вара пирěн тăрăшуллă ентешсем çěнě «Хамӑр паттӑрсемпе мухтанатпӑр» проектпа ěçлеме пурнӑҫларěç. Пěрремěш ларăвěнче кăрлачпа нарăс уйăхěсенче çуралнă паллă ентешсене асăнчěç. Эпир те Питěрти чăвашсемпе пěрле тăван халăхăн хастар ачисене аса илер-ха.
Петр Егорович Егоров. Талантлӑ архитекторăн пултарулӑхӗн тӳпи – тӗнчери культура шедеврӗ – Питěрти Ҫуллахи сад пахчи. Паянхи кун унăн Хӑйӑр ҫинчи Христос Раштавӗн Храмě – Питěрти чăвашсен культура центрӗ.
Дмитрий Николаевич Авров. Граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче Петěр хулине ҫирӗплетнӗ район коменданчӗ тата шалти хÿтěлев штабěн ертÿçи.
Василий Иванович Чапаев. Питěрте ăна хисеплесе палăк лартнă, унăн ятне урама панă.
Совет Союзěн Паттăрě Виктор Иванович Ерменеев. 19 ҫулхи кӗҫӗн сержант 1944 ҫулхи çĕртме уйăхěн 20-мӗшӗнче Выборг хулинчен инçех мар вырнаçнă Хумол поселокӗ патěнче тăшманпа паттӑрăн çапăçса пуçне хунă.
Социализмлă ӗҫ Паттăрě Николай Емельянович Гаврилов. Вӑрмар районӗнчи Тупах ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Ленинград облаҫӗнчи Чӑх-чӗп ӗрчетмелли комплексне тунӑ чухнехи ҫитӗнӳсемшěн Ленинград облаҫӗнчи Социализмлă Ӗҫ Паттăрӗн ятне панӑ, Ленин орденне тата «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медальне панӑ.
Петр Петрович Хузангай. 1930-мӗш ҫулсенче Ленинградра Васильевски утрав ҫинче темиҫе ҫул пурӑннӑ, хула архивӗсенче тата Салтыков-Щедрин ячěпе хисепленекен библиотекăра ӗҫленӗ. Унӑн «Пырса кӗрейми Ленинград» (Неприступный Ленинград) сӑввинчи йӗркесем пěлсе каланă пекех янăраççě:
Нева хумӗ хаяр,
Тӑхлан шыв йӑлтӑртатать.
Вӑл тыткӑнра пулмӗ –
Никамăн та! Нихҫан та!
Эльвира Федоровна Кузнецова. Вăл А. Н. Крылов академик, П.Е. Егоров архитектор, Н.Я. Бичурин тěпчевçě ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесен авторӗ.
Николай Федорович Угаслов. 2018 çулхи чӑваш культура Кунӗсен вăхăтěнче Ленинград облаҫӗнче интерактивлă «Чӑваш тӗнчи» ятлă музей уҫнӑ. Ҫак самантран Ленинград ҫӗрӗнче чӑваш ентешлӗхě аталанма пуҫланать.
«Чӑваш Гостинӑйӗн пӗрремӗш ларӑвӗ питӗ лайӑх иртрӗ», — тесе пěлтерет Питěрти тата Ленинград облаçěнчи Чăваш наци конгресěн полномочиллě представителě Валериан Анатольевич Гаврилов.
Тата питех те хастар ěçлекен ентешěсене ырă сăмахсемпе асăнать: Андрей Андреевич Яковлева, Янина Игоревна Семаковăна, Алевтина Тимофеевна Челковăна, Марина Геннадьевна Кирилловăна, Нина Алексеевна Павловăна, Валентина Ильинична Пиличевăна.
Халӗ ӗнтӗ Ленинград ҫӗрӗнчи чаплӑ ентешсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекене пичетлесе кӑларма макет хатӗрлет.
Елизавета Долгова

