Чӑваш наци конгресӗ ҫумӗнчи ҫамрӑксен «Хастар» пӗрлешӳ ертӳҫи Алексей Енейкин ҫӗнӗ хыпарпа савӑнтарчӗ: «… Пире, «Хастар» ушкӑна, ЧНК президенчӗн советникӗ Алексей Муллин ноутбук парнелесе малалла та тӑрӑшса ӗҫлеме хавхалантарчӗ. Тата ятарласа иттерекен ҫар операцинче хутшӑнакан салтаксене валли окопра усӑ курма ҫуртасем хатӗрлерӗмӗр, ярса паратпӑр.»
Елизавета Долгова,
Чӑваш наци конгресӗн пресс-служба ертӳҫи