Пуш уйăхěн 10-мěшěнче Чăваш наци конгресěн çамрăксен «Хастар» ушкăнě черетлě ларăва пухăнчě. Хастарсен ěçě-хěлě нумай иккен…
ЗАГС уйрăмěсене чăн-чăваш ячěсемпе буклет туса валеçмеллине çирěплетрěç.
Ҫамрăксен форумне ирттерессине, çак мероприятинче «Тăшман ури кунта ан пустăр» тата тепěр киноÿкерчěк кăтартассине асăнчěç.
— Вěрентекенсем те хутшăнсан, çав тери аван пулěччě, — тесе палăртрě Алексей Енейкин. — Ҫак форум вăхăтěнче темиçе ěç ирттермелле пулать: «Кěмěл сасă» фестиваль, вěрентекенсемпе пěрле конференци, ачасем хушшинче наукăпа практика тěпчев ěçне тата çамрăксен форумне. Тěпчев ěçě «Паллă пулма тивěç» ятлă пултăр. Вара сахал паллă, анчах та паттăр, маттур çынсем çинчен çырнă ěçсем пулсан та пит аванччě.
— Конференцинче 5-6 секци ěçлě тата вăхăт тупса дипломсем хатěрлесе, çěнтерÿçěсене саламламалла, — пěлтерчě Алексей Зотиков та. – Тěпчев ěçěсенче çěнěлěх шырамалла, презентаци пулмалла. Темипе тăван ене тěпчекенсем, ěç паттăрěсем, вěрентекенсем…
— Форумне ака уйăхěн 16 е 17-мěшěнче ирттерсен лайăх. Тата мастер-класс вăхăтěнче кашниех хăйне валли çěнě япаласем вěренсе кайтăр, — сěнче Ирина Лампасова.
— Тепěр тěлпулăва вара чăваш пукани тăвакан ăстаçăна Валя Беловăна чěнěпěр, — калаçса татăлчěç хастарсем.
Ларăва ЧНК çамрăксемпе ěçлекен комитет пуçлăхě Елена Порфирьева ертсе пычě.
Тепěр кěçнерникун «Хастар» татах та пуçтарăнě-ха. Питех те кěтетпěр вěсен кăсăклă та хăюллă ěç шухăшěсене пурнăçа кěртсе пынине курма. Кирлě чухне хамăр та пулăшăпăр. Ҫапла вěт, вулакансем?
Елизавета Долгова








