Иртнě эрнере Чăваш наци конгресěн «Хастар» ушкăнě ěçлě тěлпулăва пуçтарăнса тěрлě кăсăк ыйтусем сÿтсе явса пурнăçа кěртме калаçса татăлчě.
Пуш уйăхěн 8-мěшěнче Тěнчери хěрарăмсен кунне «Хěрарăмсене мухтаса» сăвă кăларăмě ÿкерсе, кăтартаса саламлама.
Ака уйăхěн 23-мěшěнче «Кěмěл сасă» тата вěренÿ институчěнче наукӑпа практика конференцине, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче уçă алăксен кунне ирттерсси çинчен сÿтсе яврěç.
Ака уйăхěн 24-мěшěнче чăваш чěлхипе литературине вěрентекенěсемпе пěрле Чăваш наци конгресěн çамрăксен форумне йěркелемелли çинчен.
Ака уйăхěн 25-мěшěнче – Чăваш чěлхин уявě. Ҫак кун çуралнă ачасене пульницаран тухнă чухне тетте, диск, кěнеке парнелемелле. Тетте çинче чăвашран тухнă тěрлěрен чаплă çынсен сăнÿкерчěкěсене ÿкермелле е тетти – чăвашла калаçакан пукане пулмалла.
Чăваш ячěсене çырса пухмалла та буклет туса тин çуралнă ачасене çыракан уйрăма (ЗАГС) кайса памалла. Ҫамрăк ашшě-амăшěсем çак ятсен буклетне пăхса хăйсен ачисене, тен, ят парěç.
Елизавета Долгова