Хисеплӗрен те хисеплě ӗҫтешсем, хаклӑ хӗрарӑмсем!
Сире пурне те пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче уявлакан Тěнчери Хěрарăмсен кунěпе саламлатӑп!
Яланах асра тăракан юратнă аннесем, çемье тăнăçлăхне упракан ытарайми мăшăрсем, кирлě самантра ăшă сăмахпа пулăшакан аппасем, йăл кулăпа калаçса чуна çемçетекен йăмăксем тата тимлě тус-юлташсем.
Эсир ăслӑ та ытарма ҫук хитре, яваплӑ та тěлěнмелле пултаруллă, ăшă кăмăллă та вěри чěреллě. Сире пурне те хӗрарӑм телейне сунатӑп, савăнăçпа тăнăçлăх, тулли ěмěт тата ăнăçу. Мăшăрăрсем алӑ ҫинче йӑтса ҫӳреччӗр.
Пěтěм пур илемлě чечексене паян сире парнелес тата пурнăçра лайӑх самантсем нумай сěнес килет!
Тăван халăхăн ывăлěсемпе пěрле сире хисеплесе те юратса Чăваш наци конгресěн президенчě В.Л. Клементьев
