Паян, раштав уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн вице- президенчӗн, Ульяновск облаҫӗнчи Чӑваш наципе культура автономийӗн ертӳҫин Олег Мустаевӑн ҫуралнӑ кунӗ!
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев, Президиум пайташӗсем хисеплӗ ҫыннӑмӑра ҫак паллӑ кунпа чун-чӗререн саламлаҫҫӗ.
Хисеплӗ Олег Николаевич! Сире ҫирӗп сывлӑх, телей сунатпӑр.
Ӗмӗр сукмакӗ яланах таса та ҫутӑ пултӑр. Ӗҫре тата та ытларах ҫитӗнӳ тума вӑй-хал хушӑнсах пытӑр.
САЛАМЛАТӐР!
#Чӑвашнациконгресӗ
#Чувашскийнациональныйконгресс
ЧНК
#ОлегМустаев
#Деньрождения
#ҫуралнӑкун