Паян, ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗн, Федераллӑ Чӑваш наци культура автономийӗн председателӗн, Чӑваш Республикинче пурӑнакан халӑхсен Ассамблейин Канашӗн ертӳҫин Леонид Ильич Черкесовӑн Ҫуралнӑ кунӗ!
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов, Президиум пайташӗсем хисеплӗ ҫыннӑмӑра ҫак паллӑ кунпа чун-чӗререн саламлаҫҫӗ.
Хисеплӗ Леонид Ильич! Сире ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми вӑй-хал сунатпӑр.
Патшалӑх ӗҫӗнче пысӑк ӑнӑҫусем, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем, йӗри-тавра сире сӑмахсӑрах ӑнланакан, пулӑшса пыракан ҫынсем пулччӑр.
Чӑваш наци конгресӗ тӑван халӑх ырӑ пуласлӑхӗшӗн сирӗнпе пӗрле туслӑ ҫыхӑнура ҫапла яланах пӗр-пӗрне пулӑшса ӗҫлеме хатӗр.
САЛАМЛАТӐР!