Раççей Федерацийĕн çут ĕç Министерстви «Пĕлӳ» Раççей пĕрлешĕвĕпе пĕрле авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 9-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççей шайĕнче «Хăвăн пĕлӳпе паллаштар» акци ирттерчĕ. Акцин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри шкул ачисене пĕлӳ – халăх пурлăхĕ пулнине ăнланма тата ăс-хакăлпа пултарулăха аталантарма пулăшасси пулчĕ. Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Çĕнĕ Шупашкар хулин 8-мĕш шкулĕнче Пĕтĕм Раççей шайĕнче иртекен «Хăвăн пĕлӳпе паллаштар» виççĕмĕш акцине чăваш тĕррипе кăсăкланакан шкул ачисемпе тăван (чăваш) чĕлхепе литература вĕрентекенсем хутшăнчĕç.
Шкулăн пĕчĕк залĕнче 8-мĕш шкулта 6-мĕш класра вĕренекен Антон Лаврентьев ăста тĕрленĕ пĕчĕк тутăрсен, салфеткăсен, çивиттисен, хĕрарăм капăрлăхĕсен куравне йĕркеленĕ. Пултаруллă çамрăк тĕрĕçĕн япалисем илемлĕ те хăйне евĕрлĕ пулнипе уйрăлса тăраççĕ.
«Хăвăн пĕлӳпе паллаштар» акцине йĕркелекенсем Чăваш наци конгресĕн Çĕнĕ Шупашкар хулин вырăнти уйрăмĕн ертӳçи, Çĕнĕ Шупашкар радион корреспонденчĕ Елена Лаврентьева тата республикăра кăçал тĕрĕ тĕрлекенсен тата ал ĕç ăстисен ăмăртăвĕсенче çĕнтернĕ, 8-мĕш шкулта 6-мĕш класра вĕренекен Антон Лаврентьев пулчĕç. Вĕсем акцин тĕллевне «Чăваш тĕрĕ-эрешĕ – шкул ачин ăс-хакăлĕпе пултарулăхне аталантарма пулăшакан хатĕр» тема урлă пурнăçлама палăртнине пĕлтерчĕç. Ĕç тăвăм программипе паллаштарнă хыççăн Çĕнĕ Шупашкарăн кадет шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекен Ульяна Салмина «Илемлĕ, илемлĕ..» юрра савăк шăрантарса тĕл пулăва хаваслăх кĕртрĕ, пурин кăмăлне çĕклеме пултарчĕ.
Тĕрлеме юратакансем пухăннă акцине 8-мĕш шкул директорĕн çумĕ Людмила Матвеева уçрĕ. Вăл шкул ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă хыççăн чăваш тĕрри пирĕн халăхăн ăс-хакăл мулĕпе пуянлăхĕ пулнине, унпа мăнаçланма кирлине каларĕ, тĕрĕн вăрттăнлăхĕсене алла илме сĕнчĕ. Людмила Петровна Антон, арçын ача пулсан та, тĕрĕ тĕрлесе 8-мĕш шкул ятне республика шайĕнче çĕклеме пултарнишăн тав турĕ. Саламлакансен йышĕнче конгресс çумĕнчи чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен Ассоциацийĕн председателĕ Геронтий Никифоров пулчĕ. Вăл чăваш чунĕ яланах илем патне туртăннине, халăх илеме еплерех ăнланни шăпах тĕрĕре палăрнине каларĕ.
Тăван халăх ӳнерĕн пуянлăхне сыхласа хăварасси, аталантарасси ăстасемсĕр пулмасть. Çавăнпа кăçал пуш тата çу уйăхĕсенче Çĕнĕ Шупашкар ачисемпе çамрăксен библиотекинче чăваш тĕррин шкулĕ ĕçлерĕ. Кунта ал ĕç ăсти Любовь Вазюкова ачасене тĕрĕ тĕрлеме вĕрентрĕ. Кĕçех тĕрĕçĕсен шкулĕ юпа уйăхĕнче çĕнĕрен ĕçлеме пуçлĕ.
Пултаруллă тĕрĕçĕ Любовь Степановна шăпах Антона та ку шкулта чăваш тĕррин çĕввисемпе, кашни çĕввĕн хăйĕн вырăнĕпе паллаштарнă, тĕрлĕ япала валли тĕрлĕ тĕрĕпе усă курма кирлине вĕрентнĕ, тĕрĕ ăсталăхне алла илме пулăшнă. Антон чăваш тĕррине алла илни ахаль иртмен. Вăл кăçал Пĕтĕм Раççей шайĕнчи «Чăваш Енĕн сăрăсемпе тĕсĕсем –2022» конкурсра пĕрремĕш вырăн, регионсем шайĕнчи «Кала пире çип, ĕмĕрсем витĕр» 11–14 çулсен ӳсĕмĕнчи çамрăк тĕрĕçĕсен ăмăрăвĕнче 1-мĕш степеньлĕ лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Пултаруллă Антон вара тĕрлеме юратакан ачасене усал-тĕселтен, хаяр ӳкесрен сыхлакан тата ырăлăхпа чăтăмлăх паракан сыхлавçа «оберега» пусма татăкĕ çинче тĕрлеме вĕрентрĕ.
Шкул ачисем сыхлавçа тĕрлесе пĕтерсен акци ĕçне пĕтĕмлетрĕç. «Хăвăн пĕлӳпе паллаштар» акцин ĕç тăвакан тĕп çыннийĕ, Антон, тĕрĕ тĕрлени пĕтĕм организма ырă витĕм кӳнине, пӳрнесен вылявне, куç çивĕчлĕпе вичкĕнлĕхе, тĕрĕслĕхе, ăсталăхпа шухăшлава аталантарма пулăшнине каларĕ. Чăнах та, ал ĕçĕ, тĕрĕпе аппаланни тимлĕ те çивĕч туйăмлă пулма, сăнама, илеме курма тата хаклама вĕрентет.
«Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсемпе тĕплĕнрех паллашăр, Антонран ырă тĕслĕх илĕр», – терĕ акцине йĕркелесе ирттерекен Елена Лаврентьева.
Геронтий Никифоров,
чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен
Ассоциацийĕн председателĕ