









Паян конгресс хӑни -Томск облаҫӗнчи чӑваш наци культура автономийӗн хастарӗ Анна Мульдиярова пулчӗ.
Вӑл Ҫӗпӗрте ҫуралса ӳснӗ. Ашшӗ-амӑшӗ Чӑваш Енри Канаш районӗнчен куҫса кайнӑ пулнӑ. Анна ҫапах та чат таса чӑвашла калаҫса ӳснӗскер, тӑван чӗлхепе аван калаҫать, хамӑр йӑла-йӗркене, культурӑна Томск тӑрӑхӗнче анлӑ сарас тӗлӗшӗпе мӑшӑрне, унти чӑваш пӗрлӗхне 26 ҫул ертсе пыракан Яков Ярушкович Мульдиярова мӗн май килнӗ таран пулӑшса пырать.
Вӑл ЧНК вице-президентне Анатолий Ухтиярова Томскри чӑвашсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ.
Хӑй енчен Анатолий Ильич аякри ҫывӑх тӑвансене пысӑк салам каларӗ, малашне те чӑвашлӑхшӑн тӑрӑшса ӗҫлеме ӑнӑҫу сунчӗ.