Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти Амазони паркӗнче Х Пӗтӗм чӑвашсен «Акатуй» наци уявне Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев уҫрӗ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев икӗ пысӑк уявпа — Республика Кунӗпе тата Акатуйпа сцена çинчен саламларě. Ҫак кун чӑваш халӑхӗн тараватлӑхӗ, тӑнӑҫлӑхӗ тата ӗҫченлӗхӗ уҫҫӑнах палӑрнине палăртрě. Чăваш Патшалӑх Канашěн председателě Леонид Черкесов, Чăваш патшалăх Думин депутачě Анатолий Аксаков ӑшӑ сӑмахсем тухса каларӗҫ. Ӗҫре ҫитӗнӳсем туса мухтава тивӗҫлӗ ентешсене хисеп грамотисемпе парнесем парса чыларӗҫ.
Чăваш Республикин мухтавлă ентешсен Ҫулталăкěнче тата Раççейри халăхсен культура еткерěн Ҫулталăкěнче иртет кăçалхи «Акатуй» уявě. Раççейěн тěрлě регионěсенчен 15 пултаруллă ентешсен ушкăнěсем килчěç пирěн патне хăнана:
«Хӗвел» фольклор ушкăнě, Крым Республикинчен;
«Юрату» чӑваш фольклор ансамблӗ, Питěртен;
«Парне» чӑваш фольклор ансамблӗ, Питěртен;
«Палан» юрлакан ушкӑн, Саратов облаҫӗнчи Балаково хулинчен;
«Шанăç» чӑваш халăх юрă ансамблě, Чěмпěр облаçěнчен;
«Юманлăх», чăваш халӑх фольклор ансамблӗ, Красноярскран;
ҫуллен çул Акатуйра хутшăнаççě Чулхулари ентешсем «Чулхула чăвашěсем» чӑваш эстрадӑпа фольклор ансамблӗ;
«Пилеш» юрлакан ушкăн тата «Кузнечаночка» фольклор ансамблě, Пенза облаçěнчен;
«Телей» чӑваш халӑх фольклор ансамблӗ, Самара облаҫӗнчи Тольятти хулинчен;
«Йăмра», чӑваш юррине юрлакан халӑх ансамблӗ, Тюмень облаçěнчен;
«Илем» чăваш халăх фольклор ансамблě, Пушкӑрт Республикинчи Белебей хулинчен;
«Сарпи» фольклор ансамблě, Пушкӑрт Республикинчен;
«Пилеш» халӑх фольклор ансамблӗ, Пушкăрт Республикинчи Стрлитамак хулинчен;
«Нарспи» чӑваш халӑх фольклор ушкăнě тата «Шурăмпуç» ача-пӑча ушкӑнӗ, Оренбург облаçěнчен;
пӗрремěш хут чăваш наци Акатуйěнче – «Ентеш» ушкăн Мускавран.
Ҫавăн пекех паянхи уява тăван Чăваш Республикин районěсенчен 23 тěрлě пултарулăх ушкăнě хутшăнчě.
Елизавета Долгова