Паян Чăваш патшалăх Ҫеçпěл Мишши ячěллě çамрăксен театрěнче çěртме уйăхěн 24-мěшěнче уçăлакан Х Пӗтӗм Чӑваш Акатуйěн ыйтăвěсене тепěр хут пăхса тухрěç. Ҫывхарса килекен уява хатěрлекен комитет пайташěсем хушшинче Чăваш наци конгресěн ěçтăвком председателě Нина Андреева, Çамрăксен театрěн ертÿçи Елена Николаева, Вырăс драма театрěн ертÿçи Дмитрий Капустин, Халӑх туслӑхӗн ҫурчӗн директорě Юрий Токмаков тата ыттисем те пулчěç.
Елизавета Долгова