Пуш уйăхěн 10-мěшěнче Хěрлě Чутай ентешлěхěн тěлпулăвě иртрě.
Ентешлěх канашěн ертÿçи В.М. Савинкин пěлтернě тăрăх, хěрлěчутайсен «Чавал» ентешлěхě хăйсен 25 çулхи юбилейне тата Чăваш Енри мухтавлă ентешсен Ҫулталăкне халалласа ака уйăхěн иккěмěшěнче филармонире уяв ирттерме калаçса татăлнă.
Ҫак мероприятине хатěрлесе тěрлě ыйтусем сÿтсе яврěç хěрлěчутайсем. Петěр Ялкир ячěллě премине кама парассине тата тăкаксемпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухрěç, уяв ирттерме сценари хатěрлерěç.
Владимир Михайлович асăннă уява тăван районти пултаруллăх ушкăнěсене те явăçтармаллине палăртрě.
Елизавета Долгова











