Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Николай Угаслов ларăва тулли кăмăлпа пуçласа пурне те ырлăх-сывлăх сунчĕ, çак паллă пулăма ăнăçлă ирттерсе ямаллине каларĕ.
Николай Федорович Аслă Пухăва хатĕрленес ĕç аван пынине палăртрĕ, хăнасем Беларуç çĕршывĕнчен, Тюмень, Томск тата ытти хуласенчен килсе çитнине пĕлтерчĕ. Хаклă хăнасене кĕтсе илсе вырнаçтарассине тепĕр хут пăхса тухрĕ.
Çавăн пекех мероприяти кун йĕркине, сценарине, президент докладне Президиум ларăвĕнче тепĕр хут тишкерсе тухрĕç.
Аса илтеретпĕр, Аслă Пуху санитари нормисене пăхăнса иртет. Унта 26 регионтан тата республикăри пур районсемпе хуласенчен пурĕ 300 яхăн делегат тата хăнасем çитмелле.
#ЧНК
#АслăПуху
#НиколайУгаслов
#ЧНКПрезидиум
















