Çуркуннехи чи илемлĕ кун — хĕрарăмсен уявĕ çитсе пырать. Çутçанталăкпа пĕрле çынсен те кăмăлĕсем хăпартланаççĕ, чун-чĕресем çунатланаççĕ.
Чăваш наци конгресĕн чи черчен те хитре пайне, хастар хĕр-хĕрарăмсене паян, пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче Николай Угаслов президент тата Ĕçтăвком председателĕ, вице-президент Анатолий Ухтияров Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе саламларĕç.









