Анатолий Ильич Ухтияров вице-президент республикăри Общество палатин ертÿçин пĕрремĕш çумĕ пулнă май пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра «Çитӗнекен ӑрӑва воспитани парас ӗҫре ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсен пӗлтерӗшӗ: опыт, проблемӑсем тата вĕсене татса парасси» темăпа иртнĕ ăслăлăхпа практика конференцине хутшăннă, тухса калаçнă.
Мероприятие Чăваш Республикинчи Мăсăльмансен управленийĕ йĕркеленĕ. Унта Мускавран, Тутарстантан, хамăр республикăран чиновниксем, вĕрентекенсем, чиркÿ çыннисем, общество пĕрлĕхĕсем хутшăннă.
Анатолий Ильич, юридици наукисен ăсчахĕ, конференцире «Раççей çĕршывĕн Тĕп саккунĕ – халăх обществин тытăмĕ тата чунлăхпа ăшпиллĕх туйăмĕсене çамрăксене вĕрентесси» темăпа тухса калаçнă.
