ЧНК вӗренӳ комитечӗ пӗлтерет
ЧНК вӗренӳ комитечӗ пӗлтеретКамсем-ши ку фотоӳкерчӗкре? Ӑҫтан-ши вӗсем? Кам тавҫӑрать?
Кунта — ЧНК вӗренӳ комитечӗн ӗҫченӗсем тата ЧНК хастарӗсем. Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Чӑнлӑ районӗнчи Кивӗ Улхаш шкулӗнче пултӑмӑр, тӗлпулу ирттертӗмӗр. Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем, шкул ачисем пурӗ пилӗк шкултан пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсене Чӑваш Республики ҫинчен каласа кӑтартрӑмӑр, университета вӗренме килме йыхравларӑмӑр тата… паллах, «Чӑваш чӑматанӗпе» интерактивлӑ урок ирттертӗмӗр
ЧНК вӗренӳ комитечӗ