Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ черетлӗ ларӑва пуҫтарӑнчӗ.
Малтанах калаҫу Шупашкарта пулса иртнӗ Х «Акатуй» уявӗ ҫинчен пулчӗ. Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн Валерий Клементьевӑн тата Чӑваш Республикин Халӑхсен туслӑх ҫурчӗн ертӳҫин Юрий Токмаковӑн Тав грамотисемпе «Акатуй» уявне йӗркелесе ирттерме пулӑшакансене чысларӗҫ.
Тата пухӑвӑн кун йӗркинче тепӗр пысӑк ыйту пулчӗ: утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Тутар Республикинчи Сиктерме-Хузангаево ялӗнче пулмалли чӑваш культурин «Вместе»-«Пӗрле» уявне ирттересси. Уявӑн сценарине тепӗр хут пӑхса тухрӗҫ, программипа ҫыхӑннӑ хӑшпӗр саманчӗсене канашласа ҫирӗплетрӗҫ.
Пухӑва культура комитечӗн ертӳҫи Вера Севастьянова ертсе пычӗ.
Елизавета Долгова