Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ЧНК культура комитечӗ пухӑва пуҫтарӑнчӗ. Ыйтӑвӗсем питех те ҫивӗч: Тутар Республикинчи Сиктермере чӑвашсен «Уявне» тата «Акатуйне» ирттересси пирки.
Малтанах «Уяв» сценарине, уйрӑмах унӑн прологне («Уява» пуҫласа ярас йӗркине), пӑхса тухрӗҫ. Чӑваш Республикинчен вӑйӑ карти валли фольклор ушкӑнӗсене йыхравларӗҫ. Вӑйӑ картинче хутшӑнма пурӗ 1000 (пӗр пин) ҫын пирӗн республикӑран Сиктерме-Хусанкай ялне кайма хатӗрленни паллӑ пулчӗ.
Интернет уҫлӑхне тухса Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев, ЧНК «Чӑваш ялӗ» комитет ертӳҫи Эдуард Бахмисов, ЧНК культура комитечӗн ертӳҫипе Вера Архиповӑпа ытти пайташӗсем пурте пӗрле Сиктерме ялӗнче «Уява» хатӗрлекен Константин Малышевпа тата Инна Лисинӑпа пухӑннӑ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.
Чӑваш Республикинче «Акатуй» ирттересси пирки вара, ЧНК культура пайташӗсем регионсенчен килекен фольклор ушкӑнӗсене кураторсемпе ҫирӗплетрӗҫ тата «Акатуйпа» ҫыхӑннӑ ытти ыйтусене пӑхса тухрӗҫ.
Елизавета Долгова