Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Шупашкарти Туслӑх ҫуртӗнче Чӑваш Республикин культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗ Светлана Каликова Чӗмпӗр тӑрӑхӗнчи Чӑваш наци культура автономийӗн ертӳҫин ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Владимир Бабайкинпа тӗл пулчӗ.
Калаҫу ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӗмпӗрте Акатуй уявне ирттересси тата чӑваш алфавитне халалланӑ палӑка савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫасси ҫинчен пычӗ.
Ӗҫлӗ калаҫӑва Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев, вице-президенчӗ Юрий Зорин, культура комитечӗн председателӗ Вера Архипова, ҫамрӑксен «Хастар» комитечӗн пайташӗ Ирина Лампасова хутшӑнчӗҫ.
Ҫавӑн пекех тӗл пулура Чӗмпӗр облаҫӗнчи халӑхсен культурисене сыхласа хӑварса аталантарас центрӑн филиалӗн ертӳҫи Светлана Ковшенина та пулчӗ.