Пуш уйăхěн 4-мěшěнче Чăваш наци конгресěн çуртěнче Конгресс президиумěн ларăвě иртрě. Кун йěркинчи ыйтусемпе килěшуллěн малтан ЧНК президенчě В.Л. Клементьев «Чӑваш наци конгресӗ» регионсем хушшинчи общество пӗрлешӗвӗ 30 ҫул тултарнине ирттерме хатĕрленĕ ӗҫ планĕн проектне ҫирӗплетесси ҫинчен пěлтерчě. Тата ЧНК ҫамрăксен комитечĕн ěçě-хěлěпе, Чăвашсен Ваттисен Тĕп Канашĕн пухăвĕ 2022 ҫулхи нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче пăхса тухнă ыйтăвěсем ҫинче чарăнса тăчě.
Ěçлě тӗлпулу хавасланса чӗрӗлчӗ паянхи лару ěçне хутшăннă хӗрарӑмсене пурне те çывхарса килекен пуш уйăхěн 8-мěшěнче иртекен пӗтӗм тӗнчери уявпа саламласа кěл чечексем (розы) парнеленě самантра.
ЧНК пěрремěш вице-президенчě тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, хупă акционерсен пěрлешěвěн «Тус» тěп директорӗ Н.Ф. Угаслов Чăваш наци конгресě 30 çул тултарнине халалласа «Чăваш халăх умěнчи тава тивěçлě ěçсемшěн» кӗмӗлтен медаль тума сӗнчě.
ЧНК вице-президенчě тата «Ырă кăмăллăх» фончěн ертӳçи П.Н. Вязов – «Чăваш наци конгресě 30 çулта» ятлă кěнеке кăлармаллине палăртрě. Çак кăларăм 30 çул хушшинче пулса иртнě ЧНК ěçě-хěлě тата паллă ěçченěсем çинчен пулě.
Президиум пайташěсем Николай Федоровичпа Павел Николаевичăн сěнěвěсене хěрӳллěн сӳтсе явни курăнчě.
Елизавета Долгова