Паян ЧНК Трак енри уйрӑмӗн канашӗн ларӑвӗ пулчӗ. Виҫӗ уйӑх хушшинче пурнӑҫланӑ ӗҫ-хӗле тишкертӗмӗр, ҫитес вӑхӑтра тумалли ӗҫсене пӑхса тухрӑмӑр. Мухтавлӑ ентешсене халалласа шкул ачисемпе аслисем хушшинче сӑвӑ ҫыракансен «Сумлӑ ентешсем» конкурсне тата «Ентешсем — паллӑ ҫынсем» сочиненисен конкурсне, Николай Карай ентеш-поэт ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ ятпа кӗҫӗн классенче вӗренекенсем хушшинче «Карай сӑввине вулатпӑр» акци тата «Вӑл ҫуралнӑ ҫыравҫӑ пулмах…» интернет-викторина, «Туслӑх кӑшӑлӗ» фестиваль йӗркелесе ирттересси ҫинчен калаҫрӑмӑр, яваплисене палӑртрӑмӑр.
ЧНК Трак енри уйрӑмӗ