Утă уйăхěн 19-мěшěнче Чăваш наци конгресěн «Чăваш хěрарăмě» комитечӗ ларăва пуçтарăнчě. Ěçтешсем 2022 çулхи ěç планне тишкерчěç, паянхи кунчен туса ирттернě мероприятисене хакласа пěтěмлетрěç.
«Хěрарăм, сан умăнта таятăп пуçăма» конкурс-фестивале йěркелесе ирттересси çинчен калаçрěç, тапхăрěсене сÿтсе яврěç, яваплисене çирěплетрěç.
«Анлă Атăл ытамěнче» чунçÿрев чаршавне уçрěç. Атăл çинчен çырнă сăвă-юрă Раиса Сарпи, Роза Деменцова, Нина Димитриева, Антонина Андреева, Инесса Алексеева, Василиса Иванова тата Юлия Мареева тăрăшнипе шăнкăртатса юхрě кунта. Чăн поэзи каçě тейěн!
Ҫěкленÿллě туйăмпа савăнăçлă кăмăлпа калаçса та итлесе ларнă хыççăн, Тăван Ҫěршыври паллă та пěлтерÿллě вырăнсене çитсе курса сăвă-юрă шăрантарас кăмăл çуралчě «Чăваш хěрарăмě» ушкăнăн. Вěсем чăваш культурин уявěнче Сиктерме-Хусанкай ялěн Ҫěнě Сăварěнчи Хусанкай урамне аса илчěç. Кунта «Уçă микрофон» поэзи фестивалě иртнеччě-çке!
Ларăва, яланхи пекех, ЧНК «Чăваш хěрарăмě» комитет председателě Юлия Мареева ертсе пычě.
Тин çеç тата Чăваш наци конгресс президенчě Валерий Клементьев савăнăçлă хыпар пěлтерчě: «Звениговский» ялхуçалăх производство кооперативěн ертÿçипе Иван Казанковпа пěрле «УЯВ – 2023» Сиктерме-Хусанкай ялěнчи Ҫěнě Сăварта ирттерме калаçса татăлнӑ.
Кăçал чăваш культурин уявě Раççей шайěнче иртрě пулсан, килес çул, тен, авалтан упранса юлнă чěлхепе калаçакан чăваш халăхěн культурин уявě тěнче илтмеллех юрласа ташлама пултарě.
Елизавета Долгова