Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ В.Л. Клементьев ырӑ лару-тӑрура Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсемпе А.Т. Ивановăпа, А.А. Яновичпа тата Н.Г. Морозовпа чуна пырса тивекен тӗлпулу ирттерчě, çывхарса килекен Аслӑ Ҫӗнтерӳ Кунӗпе саламларě.
Хисеплěрен те хисеплě Анна Титовна, Агриппина Алексеевна, Нил Гаврилович тата Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ытти ветеранӗсем!
«Тавах Сире ҫак Ҫӗнтерӳшӗн, чунра хӗлхем чӗртнишӗн тав. Ҫут пурнӑҫа парнеленишӗн, эп ирӗк сывланишӗн тав. Тавах Сире ҫак Ҫӗнтерӳшӗн, ача-пӑча куллишӗн тав. Аннем юратӑвӗ, ӑшшишӗн, телей туйма панишӗн тав.Тавах Сире ҫак Ҫӗнтерӳшӗн, хирти ыраш пуссишӗн тав. Ҫаран ҫипе чупма пулнишӗн, илем курма тивнишӗн тав. Мухтав Сире ҫак Ҫӗнтерӳшӗн, ветерансем, чыс та Мухтав! Ҫав вӑрҫӑ асапне тӳснишӗн, хӗвел пилленӗшӗн Мухтав!» — Мая Селендеева сăвăланă тав сăмахěсем тухаççě чěререн.
Ҫу уйăхěн 9-мěшěнче уявлакан Ҫӗнтерӳ Кунě ҫулсеренех аяккалла куçса пырать пулин те нихăçан та асран каймě. Эсир, мухтава тивěçлě Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем, тăван халăхăн ирӗклӗхӗпе чысӗшӗн тунӑ паттӑрла ӗҫсем ҫинчен эпир нихăçан та манмăпăр!
Елизавета Долгова