















Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Николай Федорович Угасловӑн ыр кӑмӑллӑх ӗҫӗсене каласа пӗтерме те май ҫук. Уйрӑмах вӑл хӑй ҫуралса ӳснӗ чӑваш ялне, Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнчи Хулаҫырмине хӑтлӑлатса ҫӗнетес енӗпе калама ҫук нумай ӗҫ тӑвать.
Ялта ҫӗп-ҫӗнӗ чиркӳ хӑпартса лартнӑ, урамри ҫулсене якатса чул сарнӑ, унсӑр пуҫне шкулпа ача садне яланах пулӑшса тӑрать.
Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ял халӑхӗ йыхравланипе Николай Федорович Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 76 ҫул ҫитнине халалланӑ уяв митингне хутшӑнма тӑван ҫӗре ҫитрӗ. Ял варринче темиҫе ҫул каялла вӑл тӑрӑшнипе тата пысӑк нухрат хунипе Хулаҫырми ялӗнчен хаяр вӑрҫа тухса кайса пуҫ хунӑ ентӗшсене асӑнса лартнӑ палӑк капмаррӑн ларать.
Паян унта митинга пухӑнса шкул ачисем, садике ҫӳрекен шӗвӗрккесем, ял халӑхӗ паттӑрсене асӑнчӗҫ.
Николай Федоровичпа пӗрле асӑну митингне Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ялта пурӑнакан тылпа ӗҫ паттӑрӗсем хутшӑнчӗҫ.
Николай Угаслов пурне те ҫирӗп сывлӑх сунса Ҫӗнтерӳ кунӗпе саламларӗ, яланах ҫапла хастар пулма сунчӗ.
Хулаҫырминче пурӑнакансем хӑйсен ентешне яла ҫапла тимлӗх уйӑрнӑшӑн, яланах пулӑшса тӑнӑшӑн чунтан тав турӗҫ, ҫирӗп сывлӑх сунчӗҫ.
Хальхинче те ял хастарӗсемпе пӗрле Николай Федорович ҫӑлкуҫа тӗпрен юсаса ҫӗнетесси пирки вырӑна кайса пӑхса сӳтсе яврӗ. Специалистсене чӗнсе илсе пысӑк ӗҫсем туса ирттерсе халӑха таса та сиплӗ шывпа тивӗҫтерессине каллех хӑй ҫине илчӗ.