Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче паллă ентешсен Çулталăкне тата Елчěк районěн 95 çулне халалланă «Чыс, мухтав сире, елчěксем!» савăнăçлă уяв иртрě.
Уява елчӗксем, Елчӗк тăрăхěнче ҫуралса ӳснӗ ентешсем тата йыхравланă хăнасем килнě.
Залра пухӑннисене пурне те Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Попов, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Валерий Клементьев, Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый, Елчӗк ентешлӗх ертӳçи Юрий Карпов тата ытти официаллӑ ҫынсем саламларӗҫ.
Нумай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗ пултаруллă елчěксенчен чи тивěçлисене медальпе, Хисеп грамотипе, Тав сăмахěпе тата стена çине çакмалли сехет парса чысларěç.
Чăваш наци конгресăн вырăнти тата регионти уйрăмěсен ертӳçисем В.Л. Клементьевпа пěрле сцена çинчен елчěксене уявпа саламласа çěнě çитěнӳсем, ырлăхпа тăнăçлăх, çутă ăраскал сунса каларěç.
Елчӗк енěнче ҫуралса ӳснӗ тата унта пурӑнакан пултаруллӑ сасă ăстисем чуна уçакан юрă-кěвě шăрантарса парнелерěç.
Елизавета Долгова








