«Чăвашла-вырăсла словарĕн» иккĕмĕш томĕ пичетленчĕ, — пӗлтерет Чӑваш кӗнеке издательствин ертсе пыракан редакторӗ Ольга Федорова. — Юлашки çулсенче республикăра билингвизм вăй илсе пынă май икĕ чĕлхепе хатĕрленĕ сăмахсарсен пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк. Пурнăç та пĕр вырăнта тăмасть, çĕнĕ сăмахсемпе усă курма пуçлатпăр, эппин, словарьсен çак улшăнусене асăрхаса вулакан патне çитермелле.
2021 çулта Чăваш кĕнеке издательствинче М.И. Скворцовăн «Чăвашла-вырăсла словарĕн» пĕрремĕш томĕ кун çути курнăччĕ. Унта чăваш алфавитĕнчи А–Р сас паллисенчен пуçланакан 30 000 яхăн сăмах кĕнĕ. Тин кăна иккĕмĕш томĕ пичетленсе тухрĕ. Ăслăлăх редакторĕсем – Г.А. Дегтярев, А.П. Долгова, И.П. Семенова, издательство редакторĕсем – А.Г. Майорова, Н.В. Вечеркина. Кăларăма Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн Ăслăлăх канашĕ йышăннипе пичетленĕ.
Иккĕмĕш тома чăваш алфавитĕнчи Р–Я сас паллисенчен пуçланакан 30 000 яхăн сăмах кĕнĕ. Ку кăларăм – Михаил Скворцов (1933–2016) паллă ăсчахăн, лексикографăн, филологи ăслăлăхĕсен докторĕн чылай çул туса пынă калăпăшлă ĕçĕ. Шел пулин те, хăй пурăннă чухне пичетлесе ĕлкĕреймерĕ. Унăн пархатарлă ĕçне вĕренекенĕсемпе ĕçтешĕсем вĕçне çитерчĕç, пичетлесе кăларчĕç.
Словаре хатĕрленĕ чухне юлашки çулсенче пурнăçра тăтăш усă куракан сăмахсене те кĕртнĕ. Унта çĕнĕ термин чылай: информаципе коммуникаци, ăслăлăх пĕлĕвĕн хальхи отраслĕнче усă куракан сăмахсем, хальхи чиркÿ лексики пысăк вырăн йышăнаççĕ. Кашни сăмаха туллин ăнлантарса панă, этимологине те – мĕнле пулса кайнине – кăтартса панă: «Турткăш – павлин; павлиновый и павлиний; турткăш тĕкĕ – павлинье перо; турткăш хÿрине сарнă – павлин распустил хвост. Тюрк., ср.: тат. тутый кош, ног. тотыгус, казах. тоты (в том же знач.)
Словарь вĕренÿ, патшалăх учрежденийĕсенче ĕçлекенсемшĕн, хаçат-журналта, литература ĕçĕнче тăрăшакансемшĕн тата чăваш чĕлхипе интересленекенсемшĕн уйрăмах усăллă пулĕ.»