Шупашкар муниципаллӑ округӗн ЧНК вырӑнти уйрӑмӗ вӗренӳ управленипе пӗрле «Чӑваш апачӗ пӗҫерекенсен ӑсталӑхӗ» конкурсне ирттертӗмӗр.Чӑваш йӑли-йӗркине пӑхӑнса хатӗрленӗ ҫак ӗҫе. Чӑваш апачӗсем ҫинчен пӗлни тата чӑвашла каласа панине итлеме питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ, — хыпарларӗ Чӑваш наци конгресӗн Шупашкар округӗн вырӑнти уйрӑмӗн ертӳҫи Надежда Васильева