Ака уйăхěн 23-мěшěнче Чăваш Енри Муркаш тăрăхěн Калайкасси ялěнчи шкулта савăнăçлă лару-тăрура мухтавлă ентешсен Çулталăкне тата чăваш чěлхи Кунне халалланă «Чăваш ачи чăвашах» республика шайěнчи VI-мěш фестиваль иртрě.
Хăнасене шкул ертӳçи Татьяна Аркадьевна Ершова çăкăр-тăварпа кěтсе илчě. Шкул ачисем вěрентекенсемпе пěрле авалтан пыракан йăла-йěркепе килěшÿллěн алла-аллăн тытăнса вăйă картипе уява уçрěç. Чăваш Республикин вĕренÿ институчěн проректорě Светлана Владимировна Петрова пуху умěнче тухса сăмах каларě.
Фестивалěн программи пуян, пурě тăватă секци ěçлерě.
Пěрремěш секци «Вěрентекенсен пултарулăх лаççи» ятлă. Кунта 5-11 классенче чăваш чĕлхи предметне вĕрентмен учительсем «Вěрентетпěр чăвашла» уçă уроксем пачěç.
Иккěмěш «Савăнатăп эп чăваш пулнишěн» ятлă секцинче кĕçĕн классенче вĕренекен шкул ачисен фольклор ушкăнěсем чăваш халăхĕн пĕр-пĕр йăли-йĕркине кăтартас енěпе пултарулăх ăмăртăвне хутшăнчěç.
Виççěмěшěнче – «Сар каччăпа сарă хěр» 7-9 классенче вĕренекенсен ăс-тăн вăййи.
Тăваттăмěшěнче – «Тăвалла пулсан та малалла» чăвашлăх туйăмне аталантаракан проектсене хӳтěлерěç.
«Чăвашах-ши эпě» ыйту фестиваль хăнисене çавра сěтел тавра чăвашлăх çинчен калаçма пуçтарчě. Виктор Чугаров режиссер «Чăваш чěлхи» документла фильм кăтартрě, шкул ачисемпе тăван чěлхен пуянлăхě çинчен калаçрě.
Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийěн президенчě Евгений Евстафьевич Ерагин фестиваль ыйтăвěсем пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палăртрě.
«Чăваш ачи чăвашах» фестивале пуçаракансем тата йĕркелекенсем, Чăваш Республикин вĕренÿ институчě, Чăваш наци ăслăлăхпа ÿнер академийě, Чăваш наци конгресě тата Муркаш районĕн А.Г. Николаев ячĕллĕ Калайкасси пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулě, хăйсен 2022 çулхи ěç планěсемпе килěшÿллěн питех те пархатарлă ěç туса ирттерчěç. Тавах сире, чăвашăн мухтава тивěçлě ывăлě-хěрěсем.
Елизавета Долгова