«Кăшăл вируса пĕрле чарар!» темăпа Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Наци телекуравĕнче тӳрĕ эфира тухнă.
Палăртса хăваратпăр, 2020 ҫулта ҫĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче 166-мĕш №-лĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Указĕ вăя кĕнĕ. Вăл ĕҫ хучĕ паянхи кун та пысăк пĕлтерĕшлĕ, тăтăшах ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе пыраҫҫĕ унта. Авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче хушма чару пирки палăртнă ҫĕнĕ документра. Регионта массăллă мероприятисене ирттерессине пăрахăҫлама сĕннĕ: культурăпа спорт, тĕрлĕ куравсене халăхăн куҫăм формăпа хутшăнассине пăрахăҫланă. Хальхи пурнăҫ таппинче онлайн формипе ирттерни пĕлтерĕшлĕ. Кун пек чир-чĕр алхасассинчен асăрханма та меллĕрех пулĕ.
Обществăлла апатлану вырăнĕсенче, суту-илӳ центрĕсенче уйрăмах питĕ тимлĕ пулмалла, профилактика мерисене пăхăнмалла, йĕркене пăсма юрамасть.
Хушма чарăва республикăра лару-тăру ырă енне улшăнмасăр пăрахăҫламĕҫ. Апла пулсан, пурин те ҫакна лайăх ăнланмалла, палăртнă йĕркесене пăхăнмалла, тухтăрсен, специалистсен сĕнĕвĕсене тĕпе хума тăрăшмалла.