Пуш уйăхěн 3-мěшěнче Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Чӑваш Енӗн паллӑ ентешӗсене халалланӑ Ҫулталӑка уҫрě республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Уявăн хисеплě хăнисенчен пěри – Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев.
Пирӗн ентешӗмӗрсем, Чӑваш Енри паллӑ ҫынсем, — пирӗншӗн ырӑ тӗслӗх. Вӗсен ӗҫӗсемпе ҫитӗнӗвӗсем вара – хӑйсен тӗллевне уҫҫӑн курса тӑни тата йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе суйласа илнӗ ҫулпа ҫирӗппӗн утни, пур палăртнă ěçе те тума пулăшнине уҫҫӑн кӑтартнине каларě О.А. Николаев.
Сцена ҫинчен паллӑ ӗҫченсем, хисеплӗ хӑнасем саламланисем янӑрарӗҫ. Професси коллективӗсем хӑйсен номерӗсене юрларӗҫ. Чӑваш Халӑх артисчӗ Августа Уляндина та концерта хутшӑнчӗ.
Елизавета Долгова