Чӑваш Ен Наци радиовӗн хумӗсем ҫинче — «Чăваш ен: çулсем тата çынсем» кӑларӑмри уçăмлă калаçăва комитет 2022-мĕш çулта туса ирттернĕ ĕç-пуç çинчен Чӑваш наци конгресӗн культура комитечĕн хастарĕсем – комитет ертӳçи Вера Архипова, Елена Шурту тата Роза Степанова хутшăнчĕç.
Редакторӗ Роза Деменцова, звукорежиссерĕ Эллада Данилова.
2022-мĕш çул Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Мĕн пур мероприятие комитет Чăваш наци конгресне йĕркеленĕренпе 30 çул çитнине, Чăваш Республикинчи Мухтавлă ентешсен тата Раççейри халăхсен культура ерткерлĕхĕн çулталăкне халалларĕ. Ламран лама куçcа пыракан юрăсене, уявсене, йăла-йĕркене, ташăсене, тумсене халăх умне кăларас тĕллевпе комитет проектпа килĕшÿллĕн тӗрлӗ фестиваль-конкурс, ăсталăх урокĕсем ирттерет.
Сăмахран, Гаврил Федоров ячӗллĕ «Авалхи юрӑсен сасси», «Атьăр, вăййа тухар-и!», «Чăваш ташши илемĕ», «Шăпăр-кĕсле, ай, янра!» Екатерина Ефремова ячĕллĕ «Ахах-мерчен аваллăхĕ», «Чӑваш халӑхӗн кӗмӗл тумӗ» халăхсен хушшинчи фестивальсем анлăн иртеççĕ.
Комитет йĕркеленĕ уявсем Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан чăвашсене пӗрле пуҫтарăнса савăнма, тăван чĕлхепе калаçма, тăван халăх юрри-ташшипе киленме, туслă çыхăнусем йĕркелеме, ытти халăха хамăрăн пуян культурăна кăтартма май параççĕ, Раççей тата Чăваш Ен культура пурнăçне самай пуянлатаççĕ.