Пирӗн мухтавлӑ ентеш чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 115 ҫул тултарнине халалланӑ чăваш культурин уявӗ иртрӗ Тутарстанри Сиктерме-Хусанкай тӑрӑхӗн «Ҫӗнӗ Сӑвар» архитектурӑпа этнографи туризм комплексӗнче.
Уявра Тутарстан Республикин президенчě Рустам Минниханов, Чăваш Ен пуçлăхě Олег Николаев, Раççей Федерацийěн коммунистсен партийӗн тӗп канашӗн председателӗ Геннадий Зюганов, Тутарстан Республикин Патшалăх Канашěн председателě Фарид Мухаметшин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашěн председателě Леонид Черкесов, Тутарстан Республикин чӑваш наципе культура Автономийěн председателӗ Дмитрий Самаренкин, «Звениговский» ялхуҫалӑх производство кооперативӗн ертӳçи Иван Казанков, Тутар Республикин Элкел муниципалитет районӗн пуҫлӑхӗ Александр Никошин тата Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев, Петӗр Хусанкай ывӑлӗ — Раҫҫей филологӗ, литература критикӗ, публицист, чӑваш наци юхӑмӗн хисеплӗ ӗҫченӗ Атнер Хусанкай тата ыттисем те хутшăнчěç.
Уяв программи пуян пулчě. Ирхине сакӑр сехетрех Петр Хусанкай музейӗн алӑкӗсем яри уҫӑлса экскурсине кӗрсе курма йыхӑрчӗҫ. Ялхуҫалӑх техникин выставки тӗрлӗ экспонатсемпе пуян пулни тӗлӗнтерчӗ. Курав лаптӑкӗсем «Акӑшсен кӳлли» тата «Чӗр чун тӗнчи», «СССР 100 ҫулта» парк» питех те килěшрěç.Чӑваш поселенийӗсен авалхи ҫурчӗсен экспозицийӗсем «Ҫӗр пӳрт», «Хура пӳрт», «ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи ҫурт», «Шыв арманӗ», «Çил арманӗ» Ҫӗнӗ Сӑварăн кӑнтӑр енче вырнаçнă иккен. Çавăн пекех чӑвашсен авалхи йӑли-йӗркине кӑтартакан инсценировкăсем «Ырлӑхпа тырпул ҫинчен кӗлтуни «Учук», «Тырпулшӑн тав туни «Чуклеме» тěлěнмелле илемлě иртрěç тата картишсенче – «Çуралнӑ ачана ят пани, «Салтак ачине ӑсатни», «Улах», «Туй», «Ниме»…
Куракансен тимлěхне чиперккесен конкурсě «Уяв пики – 2022», чӑваш наци костюмӗн куравӗ «Ӗнер, паян, ыран» тыткăнларěç. «Ехрем Хуҫан» чӑваш ювелир изделийěсем — эрешӗсем «Кӗмӗл Чӑваш Ен» уява килнисен куçěсене илěртрěç. «Пире тӑван кӗтсе тӑрать» картишсем чӑваш наци апачӗсемпе ӗҫмеллисене тутанса (дегустаци) хаклама йыхравларěç.
Мěнле анчах ăстаҫӑ пӳлӗмӗ (мастерская) ěçлемест-ши Ӑстаҫӑ урамӗнче: «Хушпупа тухья илемӗ», «Чӑваш тӗрри», «Тӑм савӑт ӑсти», «Йывӑҫ пукане эрешлени»…
Хузангай урамӗнче Петр Хусанкай сӑввисене чӑвашла тата вырӑсла е тата тутарла куҫарнӑ сӑввисене илемлӗ вулас енӗпе литература ӑмӑртӑвӗн лаптӑкӗ «Уҫӑ микрофон» ěçлерě. Ачасемпе ҫитӗннисене чӑваш наци вӑййисен этника тӳремě «Ача-пӑча вӑййи» выляса канма тата ахăртнех ачалăха аса илме сӑпка куравӗ (выставка колыбелей) «Эпир ӳснӗ сиктерме» пулăшрěç.
Тата Хузангай урамěнче Чӑваш кӗнеке издательствин, «Сувар» Тутарстан хаçатăн куравěсем, Суту-илӳ урамěнче эколавккасем ěçлерěç.
Уява килнисем пурте пӗрле вӑйӑ картине тӑрса авалхи уяв юррисене юрланин пěлтерěшě мěнле пысăк! Хисеплӗ хӑнасем те чăтаймарěç, сцена çинчен сӑмах каласа саламларěç те пуринпе те пěрле уçланкăра ташша яра пачěç. Чăваш Енрен, Тутарстанран тата Раççейěн тěрлě регионěсенчен килнě чăвашсемпе пěрле уяв картине тăчěç. Чăваш тумěпе чăвашла ташларěç, юрларěç, калаçрěç.
Урамри уява пултарулӑх ушкӑнӗсем, купӑсҫӑсен йӑлана кӗнӗ «Выля, хут купӑс!» тата «Ташла чӑвашла», «Юрла чӑвашла» ӑмӑртăвӗсем кунěпех уяв халăхне савăнтарчěç. Хěвел каç еннелле сулăнсан чӑваш эстрада артисчӗсем «Чӑваш ҫӑлтӑрӗсем» хăйсен пултарулăхěпе юрă-кěвě асам тěнчине уçрěç, ентешсен кăмăл-туйăмне çěклерěç.
Чăваш культурин уявне «Уяв — 2022» йӗркелекенӗшӗн Тутарстан Республикин чӑваш наципе культура Автономин, Чăваш наци конгресӑн, Тутар Республикин Элкел муниципалитет районӗн тата «Звениговский» ялхуҫалӑх производство кооперативӗн ӗҫченӗсене пурне те пысăк тав!
Елизавета Долгова