ЧĂВАШ КĔНЕКИ КУНĔ ИРТРĔ
Çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Наци библиотекинче чăваш кĕнеки кунĕ иртрĕ. Чăваш кĕнекине чыслакан уява пĕлтĕр çĕртме уйăхĕнче пуçласа ирттертĕмĕр.
Чăваш кĕнеки кунне 1769 çулта чăваш чĕлхин пĕрремĕш грамматики пичетленсе тухнине халалланă. Ученăйсем ку тĕпчев ĕçĕ Питĕрте Наукăсен академийĕн типографийĕнче 1769 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕсем тĕлнелле пичетленсе тухнă теççĕ. Виталий Родионов тĕпчевçĕ сĕннипе, çак паллă пулăмпа тӳр килтерсе чăваш кĕнеки кунне палăртма йышăннă.
Хусан епархийĕн пуçлăхĕ В.Пуцек-Григорович хушнипе чăваш чĕлхин пирвайхи грамматикине – «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» çырса хатĕрлекенĕ – Ермей Иванович Рожанский (1741–1801) – чăвашсен кивĕ çырулăхне йĕркелекенĕ, вĕрентÿçĕ. Вăл Чăваш Енĕн Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ. Чулхулара тĕн семинарийĕнче вĕреннĕ, Кăрмăшра тата Етĕрнере ĕçленĕ. Чăвашла словарьсем, тĕрленчĕксем, çырусем пичетлесе кăларнă. Çамрăксене çыру ĕçне явăçтарнă. Ермей Рожанский тăрăшнипе Чулхула тавра чăваш çырулăхне аталантаракан ушкăн йĕркеленĕ.
Чăваш кĕнеки кунне халалланă тĕл пулура Чăваш наци библиотекин ĕçченĕ Галина Соловьева, чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен регионсем хушшинчи общество Ассоциацийĕн председателĕ Геронтий Никифоров, Чăваш кĕнеке издательствин ача-пăча литературин тĕп редакторĕ Ольга Федорова тата Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институчĕн филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ Ирина Кириллова тухса калаçрĕç.
Тухса калаçакансем хăйсем вăй хуракан организацисемпе учрежденисен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç. Тĕп пĕтĕмлетӳре вара вĕсем утмăл сакăр страницăллă пысăках мар «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» кĕнеке хăй вăхăтĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç шутланнине, вăл Чулхула тата Хусан епархийĕнчи тĕн шкулĕсенче чылай çул чăваш ачисене вĕрентмелли пĕртен-пĕр кĕнеке тата Раççей тата Хĕвеланăç Европăри тĕпчевçĕсем унпа усă курса чăваш чĕлхи финн чĕлхисемпе мар, тĕрĕк чĕлхисемпе хурăнташлă пулнине палăртрĕç.
Ăнăçуллă пултăр чăваш кĕнеки кунĕн вĕçевĕ терĕç уява пухăннисем. Тепĕр çул ăна татах та анлăрах ирттерме калаçса татăлчĕç вĕсем.
Геронтий НИКИФОРОВ, чăваш чĕлхипе литератури учителĕсен регионсем хушшинчи общество Ассоциацийĕн председателĕ