Чӑваш наци конгресӗн культура комитетăн ларăвě иртрӗ. Ӗҫтешсем кун йěркипе килěшӳллěн пӗрремӗш кварталта туса ирттернě ěçсене пӗтӗмлетрӗç. Уйрăмах Регионсем хушшинчи VI «Асамат кӗпер ҫӗршывě – 2022» тата «Чăваш Ене мухтаса» фестиваль – ăмăртусем çинчен калаçу хěрÿ иртрě. Тăван Ен тăванах – чунтан савăнсан куççулě те пылак, кули те савăкрах.
Ака уйăхěнче ирттерме палăртнă ХХIII «Кӗмӗл сасӑ-2022» чӑваш эстрада юррин фестиваль-ăмăртăвне йěркелессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврěç, яваплисене палӑртрӗҫ.
Мухтавлă ентешсене халалланă Çулталăкăн малаллахи ěç планěсене пăхса тухрěç.
Ларăва Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев та хутшăнчě. Ӗçлě калаçăва ЧНК культура комитетăн ертӳçи Вера Севастьяновна Архипова ертсе пычě.
Елизавета Долгова









