Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!
Сире Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе чун- чӗререн саламлатӑп!
Ҫак уяв пирӗншӗн уйрӑм пӗлтерӗшлӗ. Халӑх пӗрлӗхӗ, халӑх паттӑрлӑх кӑтартма ялан хатӗр пулни — Тӑван ҫӗршывӑмӑрӑн мӑнаҫлӑхӗн никӗсӗ. Эпир чӑннипех те ялпа, мирпе, халăхпа пĕрле кирек мӗнле тӗллеве те пурнӑҫлама пултаратпӑр!
Сире пурне те ҫирӗп сывлӑх, мӗн пур ырӑ ӗҫре ҫитӗнӳсем, чун ҫураҫулӑхне, юрату, телей тата ырлӑх, кашни киле ӑшӑ туйӑм, хӑтлӑх, çителĕклĕх, ҫемьесене килěшӳлěх, ачасене ҫитенӳсем, мӑшӑрсене юрату, ваттисене хисеп, тӑван халӑхӑмӑра аталану та ҫěнě малашлӑх сунатӑп!
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ
В.Л. Клементьев