Юхма Мишши (Юхма Михаил Николаевич)— чăваш çыравçи, историкĕ, сăвăçи, драматургĕ, Чăваш Республикин халăх çыравçи
Чăваш, Тутар, Удмурт, Мари Эл Республикисен культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Пĕтĕм тĕнчери «Информациллĕ обществăна аталантарас ĕçри тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» аслă орденĕн, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕн кавалерĕ, çавăн пекех Турцин чи хисеплĕ» Тĕрĕк халăхĕсен умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» наградине тивĕçнĕ. «Ĕçне кура хисепĕ»
Литературапа тĕпчев ĕçĕсенчи çитĕнĕвĕсемшĕн çыравçăна Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн Пĕтĕм тĕнчери премине тата ылтăн медальне, ача-пăча писателĕсен Тĕнчери пĕрлешĕвĕн Г.Х.Андерсен ячĕллĕ преми дипломне, нимĕçсен «Çĕн йĕркелÿ», армянсен П.Севак, азербайджансен С.Вургун ячĕллĕ СССР Писателĕсен союзĕн премине, Раççей литература премине, Тĕнчери А.Фадеев, К.Симонов, В.Пикуль ячĕллĕ премисене панă. «Ĕçне кура хисепĕ»
Юхма Мишши пурĕ 300 ытла кĕнеке кăларнă. Унăн хайлавĕсене 100 ытла чĕлхене куçарнă. Тĕрлĕ çĕр-шывсен вĕрентÿ кĕнекисене кĕртнĕ.
Валерий Клементьев Чӑваш наци когресӗн ячӗпе тав сӑмахӗсем каланӑ, кӗнеке парнеленӗ.
Михаил Николаевич патне И. В. Селиванов — Технологипе управлени Академийӗн ректорӗ хӑнана килнӗ. Республика Перу вӗренӳ учрежденийӗсен наци коллегийӗнчен тав ҫырӑвӗпе чысларӗ.
Тӗлпулу питӗ ӑшӑ кӑмӑлпа иртнӗ.