
















Николай Федорович Угасловпа пӗрле Крыма Валерий Клементьев вице-президент, конгресс Ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫи Павел Вязов тата паллӑ скульптор Владимир Нагорнов кайнӑ.
Пирӗн делегацие унта Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков тата ЧНК Крымпа Севастопольти элчи Андрей Яковлев кӗтсе илнӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Крымпа Севастопольти чӑваш организацисене Анатолий Аксаков баян парнеленӗ. Ку вӑл пултарулӑх ансамблӗсем валли питӗ кирлӗ парне.
Паян вара, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пирӗн делегаци Анатолий Геннадьевичпа пӗрле Госфорт тӑвӗ ҫывӑхӗнчи вырнаҫнӑ байкерсен мотоклубӗнче пулса курнӑ.
Госфорт тӑвӗ — историллӗ вырӑн. Кунта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче хаяр ҫапӑҫусем пынӑ, ку вырӑн Крым вӑрҫи вӑхӑтӗнче те палӑрнӑ пулнӑ. Кунта вӑрҫӑпа ҫыхӑннӑ асӑну паркӗ вырнаҫнӑ, байкерсен мероприятийӗсем те ҫакӑнтах иртеҫҫӗ.
«Каҫхи кашкӑрсем» ятлӑ мотоклуб президенчӗпе Александр«Хирург» Залдостановпа тӗл пулса пирӗн делегаци ҫак вырӑнпа паллашнӑ.
Тен ҫакӑнта хӑрушӑ вӑрҫӑра Крымпа Севастопольшӑн ҫапӑҫса пуҫӗсене хунӑ чӑвашсене асӑнса палӑк лартма пулассине те пӑхса тухнӑ, сӳтсе явнӑ.
Ку ыйтӑва Крым делегацийӗ Чӑваш Ене Республика Кунне уявланӑ ҫӗре килсен татса парӗҫ.
Ыран, ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов тата делегаци пайташӗсем Севастополь хулинчи чӑваш наци культура автономийӗн ертӳҫипе Любовь Егоровна Тавлуйпа тата организаци хастарӗсемпе тӗл пулма палӑртнӑ.