Раштав уйăхěн 23-мěшěнче Чӑваш наци конгресӗн конференци-залěнче Президиумӗн ларӑвӗ иртрě. Президиум пайташěсем кун йěркипе килěшӳллěн ултă ыйту пăхса тухрěç.
Чӑваш наци конгресӗн президенчě Валерий Клементьев юлашки вăхăтра туса ирттернě ěçсене анлăн пěтěмлетрě, 2022 ҫулхи ӗҫ планěпе паллаштарчě. Ларуна пухăннă пайташсем ЧНК президентне тимлěн итлерěç, кашни пунктне тишкернě хыççăн плана ҫирӗплетрěç.
Малалла президиум пайташěсем кун йěркин ыйтăвěсемпе паллашрěç:
— ЧНК ытти регионсенчи уйрӑмсем ҫинчен;
— ЧНК вырăнти уйрăмě çинчен;
— меценат ӗҫě-хӗлӗ ҫинчен тата «Чӑваш наци конгресӗн Меценачӗ» хисеплě ята ҫирӗплетесси çинчен;
— ЧНК президент ҫумӗнчи старейшинӑсен (Чи ватă çынсен) Канашӗ ҫинчен.
Итлекенсем Положенисене тимлěн тишкерчěç, алă тăратса сасăласа çирěплетрěç. Уйрăмах меценат ӗҫě-хӗлӗ тата «Чӑваш наци конгресӗн Меценачӗ» хисеплě ят çинчен калакан ыйтуна хӗрӳллӗ сӳтсе явни курăнчě.
Чăваш наци конгресěн комитетсен йышне çирěплетмелли çинчен комитет ертӳçисем каласа ăнлантарчěç.
Ларура тата ытти тěрлě ыйтусене сӳтсе яврěç.
Елизавета Долгова
ЧНК ӗҫтӑвкомӗн председателӗ А.И. Ухтияров (ӳкерчӗк ҫинче) ЧНК президиумӗн ларӑвӗ пуҫланас умӗн