Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 12.00 сехетре ЧНК лару пӳлӗмӗнче конгресс Презиумӗн ларӑвӗ иртет.
Черетлӗ ларури тӗп ыйту — Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнче 1961 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчи хӑрушӑ пулӑма асӑнса ҫав вырӑнта «Хурланакан амӑшӗ» палӑка лартасси ҫинчен.
Иккӗмӗш ыйту -ЧНК XI Аслӑ Пухӑвне хатӗрлегесси.
Ларури ытти ыйтусем хушшинче конгресӑн чи хастар пайташӗсене патшалӑх наградисем пама документсем тӑратасси те пулӗ.
ЧНК Ӗҫтӑвкомӗ.