Пухăва Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев савăнăçлă лару-тăрура уçрě. Малтанах ЧНК пěрремěш вице-президентне тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатне, хупă акционерсен пěрлешěвěн «Тус» тěп директорне Николай Угаслова тата ЧНК вице-президенчěсене «Ырă кăмăллăх» фончěн ертӳçипе Павел Вязовпа Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатне, «Дент-а-мед» тулли мар яваплӑхлă обществăн тӗп директорне Юрий Зорина тав сăмахěсем каларě. Вице-президентсемпе пěрле ЧНК «Чăваш хěрарăмě» комитет ертÿçине Юлия Мареевăна çуралнă кунпа саламларě. Малалла пуху ӗҫне уҫрӗ, тухса сӑмах каларӗ…
Президиум пайташěсем «Чăваш наци конгресě» регионти общество пěрлешěвě 30 çул тултарнине халалласа «Чăваш наци конгресě – тăван халăх тěревě» ятлă кěнеке ятарласа кăларма палăртрěç. Пулас кěнеке проекчěпе ЧНК пресс-служба ертÿçи Елизавета Долгова паллаштарчě.
Чăваш Республикинче тата Раççей регионěсенче «Акатуй», «Уяв» тата ентешлěхсен форумне ирттерме палăртнине, кам мěнле ыйтушăн яваплă пулнине Валерий Клементьев, «Звениговский» ял хуçалăх производство кооперативěн пуçлăхě Иван Казанков, ЧНК «Чăваш ялě» комитечěн ертÿçи Эдуард Бахмисов тата ЧНК культура комитечěн ертÿçи Вера Архипова пěлтерчěç. Ěçлě калаçу вăхăтěнче Иван Казанков президиум пайташěсене хăйěнпе тěплěнрех паллаштарчě, хăйěн пурнăç шăпине уçса кăтартрě. Утă уйăхěн 10-мěшěнче Тутарстан Республикинчи Сиктерме-Хусанкай ялěнче иртекен пěтěм Раççейри «Уява» хатěрленсе мěнле ěçсем тунине каласа пěлтерчě. Чăваш наци конгресěн пайташне Эдуард Бахмисова тивěçлě пулăшнăшăн чěререн тав турě.
Виççěмěш ыйтупа конгресс çумěнче Чăваш наци конгресěн «Чăваш киностудийě» йěркелесси çинчен Валерий Клементьев президент сăмах каларě.
ЧНК вице-президентне тата «Чěмпěр облаçěнчи чăвашсен наципе культура автономийě» обществăлла пěрлешěвěн ертÿçине Олег Мустаева «Чěмпěр облаçěн Хисеплě гражданинě («Почетный гражданин Ульяновской области») ята вилнě хыççăн тăратма çирěплетрěç.
ЧНК Ваттисен Канашěн пайташěн, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗн Федор Мадуровăн ятне ěмěрлěхе асра хăварас тесе пуçару ушкăнě çырнă çырăва пăхса тухрěç. Ваттисен Канашěн ертÿçи Василий Федотов асăннă ыйту пурнăçланнине тěрěслесе тăрас явапне хăйěн çине илчě.
Кун йěркин улттăмěш пункчěпе килěшÿллěн ЧНК комитечěсен ертÿçисем çěкленě хастар ěçтешсене наградăсем парса чыслас ыйтăва сÿтсе яврěç.
Елизавета Долгова