Раштав уйăхěн 28-мěшěнче Чӑваш наци конгресӗн Хěрлě Чутай районěнчи вырăнти уйрăмěнче пуху иртрě. Кун йěркинчи тěп ыйтусенчен пěри – Хěрлě Чутай районěнчи вырăнти уйрăмěн ертӳҫине суйласси. Ҫак яваплӑ ӗҫе малалла туса пыма Горбунова Татьяна Васильевна тивěçлě пулчě.
Пухура ЧНК президенчě Валерий Клементьев юлашки вăхăтра туса ирттернě ěçсене анлăн пěтěмлетрě. Ларăва пухăннă пайташсем 2022-мěш ҫулхи ӗҫ планěпе килěшÿллěн тепěр çула мěнле пысăк ěç тума палăртнипе килěшсе калаçрěç.
Паянхи ěçлě калаçура ЧНК президиум пайташě Мареева Юлия Петровна тата Хěрлě Чутай районěн вěренÿ пайěн пуçлăхě Живоев Игорь Нестерович та хутшăнчěç.
Валерий Леонидовичпа пуху пайташěсем пěр-пěрне çывхарса килекен Ҫěнě çул ячěпе саламларěç.
Елизавета Долгова