Паян, çурла уйăхěн 9-мěшěнче, Чăваш наци конгресěн президенчě Валерий Клементьев чикě леш енче пурăнакан чăваш пикипе, Францин Париж хулинчи Чӑваш наципе культура автономийӗн ертÿçин çумěпе Галина Таймасовăпа тěл пулчě.
Аякран килнě хăна Франци чăвашěсем мěнле шухăш-кăмăлпа пурăннине уçса кăтартрě. Ěçлě калаçура 2022 çулхи чÿк уйăхěнче Геннадий Айхине халалласа Парижра мероприяти ирттерме палăртнине пěлтерчě: «…Ку пирěн паянхи пысăк шухăш, мěншěн тесен Геннадий Айхи Францире пурăннă. Ăна пěлнě çынна тупса, ун çичен ыйтса нумайрах пěлесшěн, Францире пурăнакансене Геннадий Айхипе çывăхрах паллаштарасшăн… — ăнлантарчě вăл. — Мěнле йывăр пулсассăн та эпир, чăвашсем, йывăрлăха сирсе ярса пысăк утăмпа утмашкăн тăрăшатпăр. Эпир аякра пулсассăн та яланах тӑван халӑхпа пěрле…»
Елизавета Долгова