Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуш уйӑхӗн 31-мĕшĕнче кăларнă Указĕпе килĕшÿллĕн культурăра нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн Чăваш наци конгресĕн культура комитечӗн пайташне, ТЮЗăн аслă администраторне Роза Витальевна Степановăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.
Хисеплěрен те хисеплě
Роза — Кěлчечек!
Сире Чăваш Енěн пултаруллă та маттур юрăçне, Чăваш наци конгресěн культура комитечěн пайташне «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивěçлě пулнăшăн чунтан-чěререн таса кăмăлтан ăшшăн саламлатпăр!
Кун-çулăр сакки вăрăм та анлă, сывлăхăр çирěп пултăр. Чи хаклӑ та хӑюллӑ ӗмӗт пурнӑҫланса пытӑр. Ӑнӑҫлӑх, савӑнӑҫ тата хавхалану яланах сирӗн туссем пулччӑр. Ырлӑхпа тӑнӑҫлӑх, юратупа лӑпкӑлӑх, ҫителӗклӗ пурнӑҫ сунатпăр сире. Малашне те чăваш халăхěшěн ырă ěçсем тума вăй-халăр тапса тăтăр!
Чăваш наци конгресĕн президенчĕ Валерий Клементьев,
пӗрремӗш вице-президенчě Николай Угаслов,
президиум пайташĕсем тата конгресс хастарĕсем