Ӑмӑрту!
Асӑрхӑр: «Чӑваш романӗ» конкурс ҫинчен пӗлтерӳ.
Чӑваш кӗнеке издательстви ҫулсеренех тӗрлӗ ӳсӗмри вулакансем валли чылай илемлӗ кӑларӑм калӑпласа кӑларать. Тӗлпулусене тӑтӑшах тухса ҫӳренӗ май аслӑ ҫултисем пысӑк калӑпӑшлӑ хайлавсене чӑтӑмсӑррӑн кӗтни палӑрать. Ҫакна шута илсе Чӑваш кӗнеке издательстви пирвайхи хут «Чӑваш романӗ» конкурс ирттерме йышӑннӑ.
Унӑн тӗллевӗсем: чӑваш литературин аталанӑвне тивӗҫлӗ тӳпе хывакан произведенисен авторӗсене тупса палӑртасси; хальхи чӑваш литературине халӑхра анлӑ сарасси; пултаруллӑ ҫамрӑк авторсене тупса палӑртасси тата вӗсене литература тӗнчинче аталанма пулӑшасси; хайлавсем ҫырма хавхалантарасси.
Конкурса чӑвашла ҫырнӑ ӗҫсене ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ. Вӗсем роман жанрӗпе килӗшсе тӑмалла, литература чӗлхи тӗлӗшӗнчен таса та илемлӗ пулмалла.
Конкурса хутшӑнмалли йӗркепе тӗплӗнрех «Положенире» паллашма пулать. Ӑна Чӑваш кӗнеке издательствин сайтӗнче, тӗп страницӑри «Акцисем тата конкурссем» пайра вырнаҫтарнӑ.
Сирӗн ҫӗнӗ романӑн ал ҫырӑвӗсене чӑтӑмсӑррӑн кӗтетпӗр!