Питěрти чăвашсем Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернěренпе 77 ҫул ҫитнине уявласа Пискарев мемориал масарӗ ҫинче «Анне – Тӑван Ҫӗршыв» монумент умне чечексем хучěç.
Вăрçă хирěнче юлнă паттăр салтаксене асӑнма чăвашсен делегацийě çеç мар тата Питěрти национальноҫсен Ҫурчӗн ěçченěсем, наципе культура пӗрлешӗвӗсен, ентешсен тата казаксен обществин пайташěсем пӗрле килнӗ…
Чӑвашсен мухтанмалли пурах! Юлашки тӑватӑ ҫул хушшинче Наукӑпа тӗпчев тата шырав лабораторийӗ экономика наукисен кандидачӗ Валериан Гаврилов ертсе пынипе, Пискарев мемориал масарне пытарнӑ 315 чӑваш салтакӗн ячӗсене тупса палӑртнӑ. Чи пахи – тӑхӑр чӑваш салтакӗн ятлӑ вилтӑпри пурри.
Челышев Василий Пантелеевич, чăваш, 1910 çулта Байгулово ялěнче çуралнă, рядовой, 31.08.1941 вилнě;
Павлов Иван Павлович, 1909 ҫулта Анчикаш ятлă ялта ҫуралнӑ, 29.08.1944 сурансене пула вилнӗ;
Петров Василий Петрович, чӑваш, 1905 ҫулта Кашмаш ялěнче çуралнă, рядовой, 02.09.1941 вилнӗ;
Петров Иван Петрович, 1906 ҫулта, рядовой, 17.09.1941 аманнӑ хыҫҫӑн 2009 №-лӗ ЭГ госпитальте вилнӗ;
Нестеров Федор Нестерович, 1906 ҫулта, рядовой, 14.11.1941 аманнипе Бехтеров ячěллě институт госпиталӗнче вилнӗ;
Ярсанов Петр Васильевич, 1914 ҫ., лейтенант, 07.12.1942 аманнипе вилнӗ;
Сергеев Александр Николаевич, чӑваш, 1915 ҫулта Питушкино ялěнче ҫуралнӑ, лейтенант, 01.09.1944 сурансене пула вилнӗ;
Ухварин Павел Алексеевич, чӑваш, 1914 ҫулта Шаймӑрса ялěнче ҫуралнӑ, рядовой, 01.11.1942 ҫапӑҫура вилнӗ;
Яшин Петр Иванович, вырӑс, 1916 ҫулта Иваньково-Ленино ялěнче ҫуралнӑ, рядовой, 02.09.1941 вилнӗ.
Кашни салтак ҫинчен тӗплӗ хыпар пур. Тата 2021 çулта кун çути курнă «Эпир сана пулӑшма килтӗмӗр, Ленинград» кӗнекере те вуласа пěлме пулать. Авторěсем В.А. Гаврилов, А.Н. Бахматова, У.И. Степанова, Н.В. Гаврилов çак кăларăма Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑранпа тата Сӑрпа Хусан оборона чиккисене тунăранпа 80 çитнине халалланă.
Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлекенсен ачисемпе мӑнукӗсем пирӗн аттесен, асаттесен, мӑн асаттесен паттӑрлӑхне асра тытмалла тата Тӑван Ҫӗршыва таса упрамалла, Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн Хӗрлӗ ялавне чыслӑн та мӑнаҫлӑн йӑтса пымалла.
Пуҫ тӑрринче яланах лӑпкӑ тӳпе пултӑр! Сывлӑх, телей тата ырлӑх!
Пурне те уявпа саламлатпăр! Аслӑ Ҫӗнтерӳ Кунӗ ячӗпе!
Ҫакăн пек хыпар пěлтерет Чăваш наци конгресěн президиум пайташě, Питěр регионěн ертÿçи Валериан Гаврилов.
Елизавета Долгова