Чӑваш наци конгресӗн «Чӑваш тӗнчи» хаҫатӑн кăçалхи иккӗмӗш номерӗ кун ҫути курчӗ.
«Чӑваш тӗнчи» – «Хыпарăн» ятарлӑ кӑларӑмӗ пулнине пурте пӗлетпӗр ӗнтӗ.
Ака уйӑхӗн номерěнче хаҫатра конгресс ӗҫне-хӗлне, республикăра тата ытти регионсенче пурăнакан чăвашсен пурнăçне уçса паракан статьясем вулама, сӑнӳкерчӗксене курма йыхравлатпӑр.
Хисеплě вулакан, ЧНК комитечěсен ертӳçисем, вырăнти уйрӑмěсенчи, ытти регионсенчи пайташěсем! «Чăваш тěнчи» хаçатăн çитес кăларăмěсене валли сирěн енчи çěнě хыпарсене тата паллă ентешсем çинчен кашни вулакана кăсăклантаракан материалсене çак адреспа congress21@mail.ru ярса парасса шанатпăр.
«Чăваш тěнчине» вулама çак ссылкăпа кěмелле https://cloud.mail.ru/stock/i4DAYnLP1L8ohi9K85SEwbdk
Елизавета Долгова