Паян, пуш уйăхěн 31-мěшěнче, Чӑваш наци конгресӗ «Чӑваш тӗнчи» хаҫатӑн кăçалхи пӗрремӗш номерне кӑларчě. Хаҫат кӑларассине Чăваш Республикин информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствин грантне ҫӗнтерсе илнě хыҫҫӑн май килчӗ. Хаçатăн тěп редакторě – ЧНК МИХ комитечěн ертӳçи, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зоя Яковлева.
Хаҫатра ЧНК ӗҫне-хӗлне, республикăра тата ытти регионсенче е ют çěршывра пурăнакан чăвашсен пурнăçне, тăван халăх йăли-йěркипе культурине уçса паракан статьясем тата пултаруллă ентешсем çинчен калавсемпе хайлавсем çырма палăртнă.
Хисеплě вулакансем тата ЧНК вырăнти уйрӑмěсенчи, ытти регионсенчи пайташěсем! Эсир «Чăваш тěнчи» хаçатăн çитес кăларăмěсене валли сирěн енчи çěнě хыпарсене тата паллă ентешсем çинчен кашни вулакана кăсăклантаракан материалсем çак адреспа congress21@mail.ru ярса парасса шанатпăр.
«Чăваш тěнчине» вулама çак ссылкăпа кěмелле >>>
Елизавета Долгова