Мӗнле пуян чӑваш тӗрри – унта пин-пин ҫулсен йӗрри. Ҫак йӗркесен авторӗ – чӑваш халӑх поэчӗ Ваҫлей Давыдов-Анатри. «Чӑваш тӗрри» сӑввинче вӑл тӑван халахӑн иксӗлми пуянлӑхне – тӗрӗ ÿнерне мухтаса, мӑнаҫланса шӑрҫалать. Пиншер ĕмĕр витĕр шăранса тухса, мӑн асаттесемпе асаннесен сăмахĕ тĕрленсе упранса пынă. Чӑнласах ҫапла: тӗрӗре – аннен ачаш юрри, тӑван ял-йыш, ака-суха сасси, илемлӗ ҫутӑ ҫăлтӑрсем… Унра халăхăмăрăн кун-çулĕ, ăс-тăнĕ, мухтавĕ, шухăшлавĕ, илемлĕхе туйма пĕлни упранать.
Кӑҫал чӳк уйăхĕн 26-мӗшӗнче питӗ илемлӗ те черчен уява — Чӑваш тӗррин кунне иккӗмӗш хут уявлăпăр. Çак кун 1914 çулта халӑх ӳнерне пысӑк тӳпе хывнӑ тӗрӗ художникӗ Екатерина Ефремова ҫуралнӑ. Чӑваш халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай Екатерина Иосифовнӑна ҫакӑн пек чысланӑ:
Салам та мухтав сана,
Илемлӗ чунлӑ Кӗтерин!
Тӗррӳ юлать, чунун тӗрри,
Ытти тусан кӑна.
Чӑваш тӗррин кунӗ авалтан упранса ҫирӗпленнӗ ал-ӗҫ йӑли-йӗркине упраса хӑвӑрма, ҫитӗнекен ӑрӑва тӑван культура патне туртӑнтарма, ăстасен пӗлӗвне сарма пулӑшӗ.
«Аваллăхсăр малашлăх çук», — теççĕ халăхра. Ĕмĕрсен тăршшĕнче тытса пынă ырă йăла-йĕрке аваллăхра кăна ан юлтăр тесе Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗ тĕрлĕ ĕç-пуç туса иртттерет. Тахçанах манăçа тухнă йăла-йĕркесене çĕнĕрен чĕртсе ярас тесе культура комитечӗ «Чăваш наци конгресĕн УҪӐ ВУЛАВӖСЕМ «Аваллăха упраса, малашлăха ĕненсе» проекта тĕпе хурса ĕçлет (авторӗ Вера Архипова).
Чӑваш тӗррипе хӑйсен кун-ҫулне Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн пайташӗсем, чăваш тумтирĕн маçтăрĕсем тата ăна анлă саракансем – ӳнер институчӗн доценчĕсем Зинаида Воронова, Николай Балтаев тата Раиса Васильева, «Паха тĕрĕ» фирма директорĕн çумĕ Маргарита Павлова, Чăваш тĕррин музейĕн ĕçченĕ Наталия Захарова-Кульева, Любовь Вазюкова, Роза Степанова, Людмила Балтаева, Нина Андреева, Лидия Константинова, Елена Малина ӑстаҫӑсем. Вӗсем ҫулран-ҫул ача пахчине ҫӳрекенсенчен пуҫласа шкулта вӗренекенсемпе, чӑваш тӗррипе интересленекенсемпе ăсталăх урокĕсем час-часах иртереҫҫӗ. Ҫамрӑксене анатри, тури тата республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсем хăçан мĕнле тум тăхăнса çÿренипе, вĕсен йăли-йĕркисемпе тата тумтир пайĕсемпе тĕплĕн паллаштараҫҫӗ. Чăваш тĕррин историйĕ, унăн вăрттăнлăхĕсем çинчен каласа параҫҫӗ.
Чăваш тĕррине тĕрлес ăсталăх — пирĕн ĕлĕк-авалтан сыхланса юлнă пурлăх. «Аваллăха упрасаса, малашлăха ĕненсе» проектăн тепĕр пайĕ – çамрăк тата аслă ăрăва чăваш тĕррине, юрри-ташшине тата ытти ăсталăха алла илме пулăшни. Комитет хастарĕсем кашни мероприятирех ăсталăх урокĕсене питĕ тăрăшуллă йĕркелеҫҫӗ. Кашни урокрах çынсем йышлăн пухӑнаҫҫӗ. Уявсене килнисемшĕн ку тĕлĕнмелле кăсăклă пулӑм, чылай кирлĕ япалана вĕренеҫҫӗ, чӑваш тӗррин вӑрттӑнлӑхне уçаççĕ.
2020-мĕш çултанпа Чăваш патшалăх культурăпа ÿнер институчĕн Халăх пултарулăх кафедринче тĕрĕ вăрттăнлăхĕсене студентсем çирĕп алла илччĕр тесе вĕрентÿ планне ятарлă «Чăваш тĕрри» ятлă предмет кĕртрĕç. Чăваш тĕрри-çĕввине тĕпчесе халăхра сарассишĕн Чӑваш наци конгресӗн культура комитечӗн пайташӗсем, Халăх пултарулăх кафедрин пуҫлӑхӗ Раиса Васильева, Николай Балтаев, Зинаида Воронова тăрăшса ĕçлеççĕ.
Кăçал Республика Пуçлăхĕ О.А. Николаев хушӑвӗпе Чăваш тĕрри шкулĕ уçăлчĕ. Пĕрремĕш урока Чăваш тĕрри музейĕнче халăх ăстисем, Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташĕсем Наталия Кульева, Любовь Вазюкова, Раиса Васильевна ирттерчĕç. Виҫӗ уйӑхлӑх курса ҫӳрекенсем чӑваш халӑх ӳнерӗн историне тишкерӗҫ, ҫӗвӗсемпе эреш
паллисене вулама хӑнӑхӗҫ, тӗрлес ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене алла илӗҫ.
Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чӑваш тӗрри музейӗнче чӑваш тӗрри ӑстин, Чăваш наци конгресĕн культура комитечĕн пайташӗн Любовь Вазюкован куравӗ уҫӑлчӗ. «Тӗлӗнтермӗш тӗрӗ йӗрӗ» курава ал ӑстин 65 ҫулне тата Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ. Курава Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев тата культура министрӗ Светлана Каликова уҫрӗҫ. Любовь Вазюкова ал ĕç ăстине пирĕн республикăра кăна мар, çĕршывĕпех пĕлеççĕ. Хăйĕн ĕçĕсемпе вăл тăтăшах тĕрлĕ конкурс-ăмăртăва хутшăнать, çĕнтерет. Раҫҫей шайӗнче те вăл пĕрре кӑна мар гран — при илнӗ.
Ӑстаҫӑсене пула чăвашсен авалхи çипуçĕн ячĕ-сумĕ тĕнчипех сарӑлнӑ. Вĕсем чăваш тумтирĕн уявĕсене урăх çĕршывсенче те йĕреклесе Чăваш Ен ятне тата çÿле çĕклеççĕ. Вĕсем чăваш тумтирĕн уявĕсене ют çĕршывсенче, Раҫҫей регионӗсенче йĕреклеççĕ. Чăваш çипуçне Парижпа Брюсельте те, Америкăпа Японире те кăтартрӗҫ. Чӑваш тумтирсен куравӗ РФ регионӗсенче — Ектаринбургра, Мускавра, Хусанта, Питӗрте, Чул хулара тата ытти ҫӗрте те ӗҫлет. Унти выставкăсене, паллах, пĕтĕм тĕнчери пин-пин ҫын пырса курать. Ҫавӑн пек пултаруллӑ вӗсем, Чӑваш наци конгресĕн культура комитечĕн хастарĕсем, чăваш тӗррипе тумĕн ăстисем! Эсир – чӑваш тӗрри управҫисем, чӑваш тӗррине паянхи тӗнчепе ҫыхӑнтараканӗсем, унӑн сумне ҫӗклекенӗсем.
Вера Архипова, ЧНК культура комитечĕн ертÿçи.